Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫул ҫине Хӗл мучи тухӗ. Вӑл – унӑн тумне тӑхӑннӑ ҪҪХПИ ӗҫченӗ.
Хӗл Мучине ҫул ҫинче паян Шупашкарта курма пулать. Ҫакна «Хӗл Мучи полицейски» акципе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Хӗл Мучи аллинче жезл вырӑнне туя пулӗ. Вӑл машинӑсене чарсан протокол вырӑнне парне парӗ. Ахаль парне мар: ҫул-йӗр правилисен кӗнеки, сувенирсем, машинӑра тутлӑ шӑршӑ кӑлармалли хатӗрсем…
Пӗчӗк пассажирсене вара пакунлӑ мучи пылак ҫимӗҫпе савӑнтарӗ. Хӗл Мучи пурне те Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа ӑсатӗ.
Раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкассипе Тури Тимӗрчкассине пӗрлештерекен ҫула уҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май унта Хӗл Мучипе Юрпике ҫитнӗ.
Ҫавӑн пекех унта ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Мансур Калмыков, Комсомольски районӗн пуҫлӑхӗ Хасиятулла Идиатуллин, Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, Воддорстрой элчисем те хутшӑннӑ. Ҫула Воддорстрой сарнӑ. Пӗтӗмпе 33,895 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫула 4 уйӑхра сарса пӗтернӗ.
Килӗшӳре палӑртнӑ тарӑх, ҫул 6 метр сарлакӑш. Ӑна асфальтлӑ бетонпа витнӗ.
В. Кочков ячӗллӗ республикӑри Олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн кӗрешӳ залӗнче ирӗклӗ майпа кӗрешекен ачасемпе ҫамрӑксен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнине чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн генеральнӑй директорӗ Елена Бадаева хатӗрленӗ.
Парламентари парнисене тивӗҫессишӗн ринга 10—14 ҫулсенчи 200 ытла кӗрешӳҫӗ тухнӑ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ, спортпа туслӑ пулма, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пыма ачасене Хӗл Мучи суннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата турнира хутшӑннисене депутат парнисене те Хӗл Мучиех тыттарнӑ.
Асӑрханӑ тӑрӑх, Елена Бадаева тӗрлӗ мероприяти тӑтӑшах ирттерет. Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутне вӑл 1985 ҫултанпа ертсе пырать. Унӑн юбилейӗ тӗлне Татьяна Ильина журналист пӗлтӗр кӗнеке те кӑларнӑччӗ.
Ача-пӑча юмаха, тӗлӗнтермӗш пулӑмсене, асамлӑ патака ӗненет те, республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ачасене савӑнтарас тенӗ. Ведомствӑра ӗҫлекенсен тӗпренчӗкӗсене киле ҫитсех Хӗл Мучипе Юр Пике саламланӑ, парне тыттарнӑ, елка тавра тӑрса ҫаврӑннӑ.
Тӗлӗнтермӗш хӑнасем килессине маларах аслисем систернӗрен ачасем капӑрлансах кӗтсе илнӗ. Хӑшӗсем Хӗл Мучипе Юр Пикене шикленерех йышӑннӑ-ха, парнине те хӑрасарах тытнӑ. Нумайӑшӗ вара вӗсемпе пӗрле елка тавра ҫаврӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ, сӑвӑ каланӑ. Уҫӑ кӑмӑллӑ юмахри паттӑрсем ачасене парне панипе пӗрлех аслисене — ашшӗ-амӑшне — итлеме, шкулта тӑрӑшса та лайӑх вӗренме, маттур ача пулма ырӑ суннӑ, таса та ҫирӗп сывлӑх пиллесе сывпуллашнӑ.
Юлашки вӑхӑтра уявсенче ҫын нумай пухӑнакан вырӑнта эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Кунашкал чару Ҫӗнӗ ҫулта та пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ку йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ. Вӗсем алӑ пусса ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче массӑллӑ мероприятисем иртекен вырӑнсенче эрех-сӑра сутма юрамӗ.
Чи малтан ку Хӗрлӗ тӳреме пырса тивет. Ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккасене те эрех-сӑра сутса тупӑш тума май килмӗ.
Ҫӗнӗ ҫулта Шупашкарта общество транспорчӗ ирчченех ҫӳрӗ. Паян Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ графика палӑртнӑ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине общество транспорчӗ ирхи 3 сехетчен ҫӳрӗ.
Хӗрлӗ тӳреме уява килекенсем киле ҫӑмӑллӑнах ҫитчӗр тесе ҫапла тунӑ. Кун пирки кӑларнӑ хушӑва ку эрнинче, юнкун, пичетлӗҫ.
Кӑҫал Хӗрлӗ тӳремри концерт 23 сехетре пуҫланӗ. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем, вокал студийӗсем, фокусниксем, фаерщиксем хутшӑнӗҫ. Унта Хӗл Мучи те пулӗ.
Ҫур ҫӗр ҫитсен светодиодлӑ экранпа РФ Президенчӗ Владимир Путин саламланине курма май пулӗ.
Ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре кӳлмекре фейерверк вӗҫтерӗҫ. Ирхи 3 сехетчен конкурссем, вӑйӑсем иртӗҫ, ташӑ каҫӗ пулӗ.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Шупашкарта «Письмо Деду Морозу» (чӑв. Хӗл Мучи патне ҫырнӑ ҫыру) пултарулӑх ӗҫӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта ачасенчен 1 пин ытла ҫыру ҫитнӗ. Ҫав шутра ӳкерчӗксем, открыткӑсем, эссесем, юмахсем, сӑвӑсем ҫитнӗ.
Конкурса йӗркелекенсем тата хаклакансем асӑрханӑ тӑрӑх, ачасем хаклӑ парнесене сахалтарах ыйтаҫҫӗ. Вӗсем гаджетсемпе тетте пирки те питех ӗмӗтленмеҫҫӗ. Кунта, паллах, ҫак япаласене вӗсене ашшӗ-амӑшӗ туянса пани те витӗм кӳрет пулӗ-ха. Пӗчӗкскерсем арлан пирки ӗмӗтленеҫҫӗ, шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсемлӗ пуласшӑн, унчченхине вӑрланӑ хыҫҫӑн класс валли ҫӗнӗ мечӗк туянасшӑн.
Хальхи ачасем ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-асламӑшӗпе кукашшӗ-кукамӑшӗ валли сывлӑх тата тӗнчере мир пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ. 13 ҫулти пӗр хӗрача вара арҫын шухӑшлавӗ пирки тӗмсӗлет.
Элӗк тӑрӑхӗнчи 20 ача нумаях пулмасть Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр пулӑшнипе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи елкӑра пулса курнӑ. Пӗчӗк тупӑшлӑ ҫемьесенче пурӑнакан шӑпӑрлансене валли йӗркеленӗ уявра вӗсем юмахри сӑнарсемпе пӗрле юрласа, ташласа ҫаврӑннӑ, спектакль курнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче вара Ураскилт, Шӗмшеш, Мӑн Вылӑ шкулӗсенче пӗлӳ илекен, вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракан 10 ача Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов йӗркелекен уява кайнӑ. Ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн елкине Юнтапа шкулӗнче вӗренекен 7 ача ҫитсе савӑнӗ. Тепӗр кунне вара Элӗк тӑрӑхӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ырӑ тӗслӗхпе палӑракан 61 ача район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ҫӗнӗ ҫул уявне пухӑнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ Шупашкар хулинчи вӗренӗве мониторинглакан тата аталантаракан центрпа пӗрле паян Чӑваш елки ирттернӗ. Ӑна республикӑри шкулсенче кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли йӗркеленӗ. Ҫавна май ачасем «Тӗлӗнтермӗш Юр Пике» конкурсра та хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Елкӑри вӑйӑ-конкурс йӑлтах чӑвашла пулнӑ. Маттур та пултаруллӑскерсене Хӗл Мучипе Юр Пике мухтанӑ, парнине те шеллемен. «Юр Пике—2017» ята Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари Арина Филимонова тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, хӑйӗн ҫурчӗллӗ пулнӑ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те Чӑваш елкине йыхравлать. Аса илтеретпӗр, ӑна вӑл ҫӗнӗ ҫӗрте, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерӗ.
Паян Шупашкарти Ленин проспектӗнче, «Ростелеком» акционерсен обществи патӗнче, ҫывхарса килекен ҫулталӑкӗн элемне халалласа Хӗрлӗ Автан вырнаҫтарнӑ.
Ӑна лартас шухӑшли Шупашкар хула администрацийӗ пулнӑ. Ӗҫе Александр Жигарев художник флисран хатӗрленӗ. Кӳлепе 2 метр ҫӳллӗш. Каҫхине Автана ҫутӑ диочӗллӗ прожектор ҫутатӗ. Хулари тӳре-шара Автана перекетлеме ыйтать.
Аса илтеретпӗр, кӑҫал Тухӑҫ календарӗе Упӑте ҫулӗ шутланчӗ. Хӗрлӗ Автан ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче хуҫаланма пуҫлӗ. Хӗрлӗ Автан ҫулне хӗрлӗ, рубин, хӗмлӗ, сарӑ хӗрлӗ, ылтӑн тӗслӗ ҫипуҫпа кӗтсе илме сӗнеҫҫӗ. Ҫак кайӑк ҫутӑ кӑвак, кӑвак, симӗс, сарӑ тӗссене килӗштермест. Астрологсем Автан ҫулӗнче кашни ҫын пурнӑҫӗнче ҫӗнӗлӗх пуласса шантараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |